Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Майсем туса панă

Ял хуçалăх предприятисем арканни чылай çынна ĕçсĕр хăварчĕ. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта вĕсен шучĕ пĕчĕкех мар. Ял çыннине хăйĕн ĕçне йĕркелесе яма май туса парас тĕллевпе кăçал ятарлă программăпа килĕшÿллĕн ĕçлерĕмĕр.  2009 çулта ĕçсĕррисене хушма пулăшу парасси çинчен калакан республика программине тĕпе хурса предприниматель ĕçне йĕркелесе яма укçа уйăртăмăр. Асăннă конкурса 27 çын хутшăнма кăмăл турĕç. Кроликсем, вĕлле хурчĕсем, мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе, тырă-пулă, тĕрлĕ калчасем ÿстерессипе бизнес-план хатĕрлерĕç. Асăннă ĕçсене пилĕк çынран тăракан ĕçлĕ ушкăн пăхса тухрĕ, хак пачĕ. 25 çыннăн ыйтăвне тивĕçтерчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
19 декабря 2009
00:00
Поделиться
;