Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветеран - районăн хисеп кĕнекинче

Педагогика ĕçĕн ветеранне, ырми-канми таврапĕлÿçĕне Александр Ананьева хамăр районта çеç мар, пĕтĕм Чăваш Енĕпех лайăх пĕлеççĕ. Пурнăç çулĕ вăрăм та пархатарлă унăн. Малтанах вăл Калининăри ача-пăча çурчĕн пионервожатăйĕ пулать, унтан Çĕрпÿ районĕнчи Кукшакассинчи шкулта физикăпа математика предмечĕсене вĕрентет, пĕрремĕш секретарĕн пулăшаканĕнче, Вутлан шкулĕнче вĕрентекенре, каярахпа директор çумĕнче, Ехремкасси вăтам шкулĕн директорĕнче ĕçлет.

Александр Ананьевич хăй ĕçленĕ Вутлан шкулĕнче музей уçать. 2001 çулта ăна ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн ертÿçи пулма шанаççĕ.

А.Ананьев кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать. Хастар та маттур ветерана депутатсен Пухăвĕ районăн Хисеп кĕнекине кĕртме йышăнчĕ, ăна савăнăçлă лару-тăрура çак ята ĕнентерекен свидетельствăна пачĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 декабря 2009
00:00
Поделиться
;