Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем çураласси ÿснĕ

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕ. 2009 çулта Элĕк районĕнче пурĕ 225 пепке кун çути курнă. Çакă унчченхи çулхинчен 41 ача ытларах пулнине палăртать. Çуралакансенчен 118-шĕ – хĕрачасем, 107-шĕ – арçын ачасем.

Пĕрремĕш шăпăрлан 89 çемьере çут тĕнчене килнĕ, иккĕмĕш – 74 çемьере, виççĕмĕш – 36 çемьере.

Иртнĕ çул пурĕ 347 çын леш тĕнчене ăсаннă: 188 арçынпа 159 хĕрарăм. Хĕрарăмсен вăтам пурăнаслăхĕ 76 çул, арçынсен – 62 çул.

Çак тапхăрта 97 мăшăрлану регистрациленĕ, вĕсенчен 88-шĕ – хаваслă лару-тăрура. Пуринчен те ытларах 18-24 çулхи хĕрсемпе каччăсем çырăнни паллă.

Хут уйăрттаракансемсĕр те мар паллах. Вĕсен шутĕнче 46 мăшăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 января 2010
00:00
Поделиться
;