Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Амăшĕн капиталне илнĕ

Амăшĕн капиталне илме тивĕçлисене сертификата хаваслă лару-тăрура парасси ырă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çакăн пек черетлĕ мероприяти Çĕнĕ çул умĕн раштавăн 29-мĕшĕнче иртрĕ. Районти тепĕр çичĕ амăшĕ çÿлерех асăннă сертификата илчĕç. Ехремкассинчи Петровсене, Элĕкри Степановсене, Кивуйри Петровсене, Вăрманкасри Степановсене çемьене иккĕмĕш ачана, Анат Хурасанти Васильевсемпе Яккушкăньри Егоровсене виççĕмĕш ачана, Анат Юлăшри Орловсен çемйисене вара тăваттăмĕшне кун çути парнеленĕшĕн панă.

Пенси фончĕн управленийĕн начальникĕ Людмила Викторова пурне те ăшшăн саламланă, сертификатсене алла тыттарнă. Капитала хăçан илме пултарнине тата мĕнле усă курмаллине тĕплĕн ăнлантарса панă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 января 2010
00:00
Поделиться
;