Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уйрăлса тухнăранпах вĕсене Тени ялĕсем теççĕ

“Тени тăрăхĕ” кĕнеке авторĕ - Муркаш районĕнчи Ярак çынни Е.Е.Ерагин /хушамачĕ унăн ял ятне аса илтерет/. Вăл А.Г.Николаев космонавт ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисене вĕрентет. Кĕнекери питĕ йышлă ÿкерчĕксенчен пĕринче Тенисен аваллăхне тĕпчекенсен ушкăнĕнче кăвак сухаллă вăрăм арçын тăрать, ун айне “Чăваш халăх ăсчахĕ Е.Е.Ерагин мăчавăр” тесе çырнă.

Ятне каласан ăна пĕлекенсен сăнĕсем çуталаççĕ те - Евгений Евстафьевич тунă ырă ĕçсем çинчен хаваслă калаçу пуçланать. Манăн алăра унăн черетлĕ ĕçĕ: ку вăл Тени ятлă çын ял ятне куçнăранпа хальхи вăхăтчен йĕрлесе тухнă ялсен пуян историйĕ, пурнăçĕ, кĕрешĕвĕ, чаплă çыннисем, культури, çут çанталăкĕ çинчен.

Кĕнекен малтанхи пайĕ Тени çĕрĕ-шывĕпе паллаштарать. Кунти халăхăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнаканни - Тени кÿлли. Вăл çĕр йăтăнса аннипе пулнă. Геологсем ăнлантарса панă тăрăх, ку тĕлти тĕрлĕ сие ирĕлтерсе çĕр айĕнчи шыв пысăк хăвăл туса хăварнă. Вара çиелти çĕр йăтăнса аннă, шыв пухăнмалли вырăн пулса тăнă. Аялтан та шыв тапса тăнă. Çавăнпах-тăр ăна халăхра “Пĕр каçра куçса килнĕ кÿлĕ” тенĕ.

Тенисем çак кÿлле таса вырăн тесе хисеплеççĕ. “Авалтан килнĕ ырă йăлапа Тенисем çулсеренех ятарлă чÿк ирттереççĕ, шыв нимĕрĕ /пăтă/ пĕçереççĕ. Нимĕрпе пашалăва пĕчĕк чашăк çине хураççĕ, çу куçĕ хывса иккĕн е темиçен кÿлĕ хĕррине каяççĕ. Шыв ашшĕпе шыв амăшĕ валли çăмартасем илеççĕ, ял-йыш ячĕпе вĕсене çырлахтараççĕ”, - каласа кăтартнă кĕнекере.

Тени таврашĕ вăрманлă, çырма-çатраллă. Кивĕ тата çĕнĕ çăвасене çуллен тирпейлесе тăраççĕ. Археологсем кунти вырăнсене тĕпченĕ. Хăлату тенĕ вырăн археологи палăкĕ пулнă май ăна патшалăх хÿтĕлет, çĕрне сухалама чарнă. Тĕпчеве Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн археологи пайĕн пуçлăхĕ Е.П.Михайлов пĕтĕмлетнĕ. Пур иккен хамăр енре те сăваплă вырăнсем.

Ĕлĕк-авал Тенисем чуралăха та тÿснĕ. Патшалăх ĕçĕсене тума çынсене вăйпа тытса кайнă. Ун пеккисене ĕçшĕн тÿлемен. Салтакăн чĕрĕк ĕмĕрĕ хĕсметре иртнĕ. Танмарлăхăн вĕçĕ те курăнман. Чăвашсене хĕсĕрлесех тĕне кĕртнĕ. Пуянраххи темиçе арăмпа пурăнать, чухăнăн пĕрре авланма та хевти çитмен. Парăма кĕни, кивçен илни ырăпа вĕçленмен, парăм тăсăлса кайсан хуçин арăмне, шăллĕне, ачисене саклата хума тивнĕ. Пурне те чăтнă, çапах ял-йыш ватăсемпе тăлăх-турата пăрахман.

Кĕнекен пысăк пайне Тени ялĕсен кун-çулĕ çинчен каласа кăтартакан очерксем йышăнççĕ. Ял ячĕсем мĕнрен тухни те паллă. Йăранар, сăмахран, йăран тата ар сăмахсенчен тăрать. Йăрар шывĕ хĕрринчи йăрансен хушшинче ача макăрса выртнине тăранттаспа иртсе пынă чухне пĕр вырăс курнă тет. Турă ачи тесе ăна йăран хуçине тыттарнă. Йăран çинче тупнăран тата арçын ача пулнăран ял-йыш ăна Йăранар ят панă, ÿссе çитсен вăл хăйне тупнă вырăнта çурт лартнă тет, вара çынсем çак вырăна Турă пăхса тăрать тенĕ тет. Ялсен çĕрĕ-шывĕ, пулни-иртни, хуçалăхĕ, çурт-йĕрĕ тата ытти çинчен туллин каласа кăтартнă.

Тенисемшĕн чăн хакли - вĕсен хастар çыннисем - тыр-пул ăстисем, çар çыннисем, вĕрентекенсем, çĕнĕ ăрăвăн шкула çÿрекен çамрăк “çарĕ”. Тенисен спорт мастерĕсем, ăсчахсем, тыр-пул ăстисем, артистсем, сăвăçсем, кĕвĕ хатĕрĕсен ăстисем те пур.

“Тени тăрăхĕ” кĕнеке халăх сăмахлăхĕпе, Тени юррисемпе, уявсемпе тата туйсемпе паллаштарать, сăвăçсемпе такмакçăсен пултарулăхĕ çинчен каласа кăтартать.



"Хыпар"
19 января 2010
00:00
Поделиться
;