Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çемье ăшши – чăн телей

Район администрацийĕн опекăпа попечительство органĕ тăлăха, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр тăрса юлнă ачасене лайăхрах ашшĕпе амăшне тупса парса çĕнĕ çемьене вырнаçтарассипе пысăк ĕçсем туса ирттерет. Çак категорири тĕпренчĕксене иртнĕ çул вун тăватă ача тупса палăртнă. Вĕсенчен саккăрăшне çемьесене вырнаçтарнă.

Кăрлач уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне пирĕн районта ачасене усрава илнĕ 26 çемье йĕркеленĕ. Вĕсенче 43 ача воспитани илеççĕ. Асăннă тапхăрта “Малютка” Шупашкарти Ача çурчĕпе республикăри сиплев учрежденийĕсенчен çичĕ шăпăрлан хăйсен çемйисене тупнă. Йывăр шăпаллă ачасене воспитани парас çăмăл мар тиеве илнисем хăйсен тивĕçне ăнланса пурнăçлани палăрать.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 января 2010
00:00
Поделиться
;