Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çуралнă кун – савăнăçлă кун

Элĕкри «Çăл куç» ача-пăча пахчине халĕ 198 ача çÿрет, пурĕ 10 ушкăн йĕркеленĕ. Черет ан пултăр тесе садикре хушма ушкăн пур. Район пуçлăхĕ А.Платонов ача пахчисенчи черете пĕтерес тĕллĕвпе райадминистрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, çамрăксен политики тата спорт управленине комплекслă мерăсем ирттерме хушнă. Çĕнĕ ушкăна уçма «Çăл куçра» юсав ĕçĕсем ирттернĕ, кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туяннă. Ку ушкăна 3 çула çитичченхи 15 шăпăрлан çÿреме пултарать. Кунта мĕнпур условисем çителĕклĕ: çутă, таса, вĕçех хăтлă, ку чухнехи сĕтел-пукан, вылямалли теттесем. Ушкăнра пĕчĕккисен çуралнă кунне паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Анчахрах иртнĕ уявра ача пахчин ертÿçи Г.Васильевăпа воспитательсем шăпăрлансене ашшĕ-амăшĕсемпе кĕтсе илнĕ, менельникре пурте выляса-кулса савăннă.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 января 2010
00:00
Поделиться
;