Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хисепе тивĕçнĕ

Хальхи вăхăтра агрпромышленноç комплексне ял хуçалăх предприятисем, хресчен-фермерсем тата харпăр хăй çынсем йĕркеленĕ хуçалăхсем кĕреççĕ. Вĕсем çĕр улми, тĕш тырă, пахча-çимĕç, сĕт-çу тата аш-какай продукцийĕсене туса илессишĕн тăрăшаççĕ. Ĕçри ÿсĕм квалафикациллĕ специалитсенчен те нумай килет.

Акă «Новый путь» хуçалăхăн тĕп зоотехникĕпе Иван Петрович Николаевпа райпон тĕп бухгалтерĕ Людмила Филипповна Якимова агропромышленноç комплексĕн тытăмĕнче чылай çул вăй хунăшăн Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин тав хутне тивĕçнĕ. Çавăн пекех «Россельхозцентрăн» Элĕк районĕнчи филиалĕн начальникне Вячеслав Иванович Иванова РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
23 января 2010
00:00
Поделиться
;