Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕк хĕрĕ – олимпиада çĕнтерÿçи

Шупашкарти педагогика колледжĕнче ют чĕлхесен предмечĕпе республикăри олимпиада иртнĕ. Пирĕн район чысне унта нимĕç чĕлхипе Элĕк шкулĕнчи 11 «е» класри Ольга Петрова хÿтĕленĕ. Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительници Галина Михайлова патĕнче вĕренет. Ольга олимпиадăн икĕ турĕнче хăй маттур пулнине кăтартнă, 120 балран 88-шне пухса Чăваш Енре пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăл ку предметпа республикăри олимпиадăсене умлă-хыçлă виçĕ хутчен малти вырăнсене çĕнсе илет. Акă, 2008 çулта Ольга виççĕмĕш пулать, 2009 çулта икĕ олимпиадăна хутшăнса 1-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене йышăнать. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынăшăн вăл пĕлтĕр район пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ, кăçал вара пултарулăхри ăнтăлушăн ЧР Президенчĕн Н.В. Федоровăн стипендиачĕ пулса тăчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 января 2010
00:00
Поделиться
;