Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăнасем çĕнтерчĕç

Районта хоккей вăййи сарăлсах пырать. Халĕ ĕнтĕ Элĕксем спортăн çак енĕпе кÿршĕ районсене те тухса çÿреççĕ. Акă пирĕн спортсменсем Çĕмĕрле хоккеисчĕсемпе иртнĕ çулах тĕл пулма тытăнчĕç. Ырă йăла кăçал та малалла тăсăлать. Шăмат кун сивĕ пите-куçа чĕпĕтнине пăхмасăр элĕксем çĕмĕрлесене йышăнчĕç. Юлташла тĕлпулу Элĕкри пăр катокĕнче иртрĕ. Командăсемпе курма килнисене районсен пуçлăхĕсем Анатолий Платоновпа тата Владимир Мурашкин саламларĕç. Çĕмĕрлесен командине пăр çине район пуçлăхĕ хăй ертсе тухрĕ. Вăйă питĕ çивĕч иртрĕ. Пирвайхи самантсенчех шайбăна пирĕн хоккеист хăнасен хапхине вăркăнтарчĕ, çĕмĕрлесем те нумай кĕттермерĕç, çийĕнчех голпа хуравларĕç. Иккĕмĕш тапхăрта вăйă 4:4 шутпа танлашрĕ. Виççĕмĕш тапхăрта хăнасем умлă-хыçлах 4 шайба çапса кĕртрĕç те туслă тĕл пулу 8:4 шутпа вĕçленчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 января 2010
00:00
Поделиться
;