Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

9 ялти урамсенче каçхине те çутă пулĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров 2009 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче “Чăваш Республикин çĕнĕ урамĕсене (халăх пурăнакан вырăнсене) электрификацилессине хăвăртлатасси çинчен” Указа алă пуснă.

Ку енĕпе ЧР Промышленноçпа энергетика министерстви 2010 çул валли республикăн ятарлă программине туса хатĕрленĕ. Малтан шутласа пăхнă тăрăх, пирĕн районта 9 ялти çĕнĕ урамсене электроçутă кĕртмелле, ВЛ-0, 4 киловатлă 2 километрлă тата ВЛ-10 киловатлă 0, 5 километрлă линисем кармалла. Паянхи кун тĕлне Йăлкăшри, Тенири, Шафранчăкри Çамрăксен урамĕсене, Анатри Хурасанпа Анатри Юлăш ялĕсене çутăпа тивĕçтермелли килĕшÿсем хатĕр те ĕнтĕ. Тукач, Янкурас, Юнтапа ялĕсенчи çĕнĕ урамсене çутă кĕртессипе те проектпа смета хучĕсене хатĕрлеççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 января 2010
00:00
Поделиться
;