Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăнара – телевидени ĕçченĕсем

Пирĕн районта “Чăваш Ен” телерадиокомпанин пултарулăх ушкăнĕ пулнă. Тележурналистсемпе операторсем районти литературăпа краеведени музейне çитсе курнă. Аваллăх историйĕн управĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен музей директорĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Гурий Терентьев каласа панă, экспонатсемпе паллаштарнă.

Кунта чăваш халăхне çутта кăлараканĕн И.Я.Яковлевăн, граждан вăрçи паттăрĕн В.И.Чапаевăн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен мухтавлă пурнăçĕпе паллаштаракан куравсем йĕркеленĕ, çавăн пекех чăвашсен авалхи çипуçне курма пулать. Музей çĕнĕ экспонатсемпе пуянлансах пырать. Хальхи вăхăтра кунта 22901 экспонат упранать.

Пултарулăх ушкăнĕ Элĕкри культурăпа кану центрĕнче те пулнă. Телеÿкерÿçĕсем ветерансен хорĕн концерт программин саманчĕсене экран çине сăнланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 января 2010
00:00
Поделиться
;