Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шалу тÿлесси ÿснĕ

Иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 4140 килограмм сĕт суса илнĕ (115, 7 процент) – çакă 2008 çулхинчен 561 килограмм нумайрах. Сăвăм уйрăмах “Авангард”, “Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕсемпе “Алмаз” тулли мар яваплă обшествăра ÿснĕ.

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене шалу тÿлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсем, вăтам списокпа шутласан, 447 çын пулнă. Уйăхри вăтам шалу 5930 тенкĕпе танлашнă. Ÿсĕм, 2008 çулхипе танлаштарсан, 115, 9 процент. “Новый путь” хуçалăхра уйăхсеренхи вăтам шалу – 7986 тенкĕ. “Витязь” тулли мар яваплă обществăпа “Звезда” ял хуçалăх кооперативĕнче ĕç укçи çав-çавах пĕчĕк-ха: 2714 тата 2903 тенкĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
30 января 2010
00:00
Поделиться
;