Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи лайăххисем

Районта 2010 çулхи чи лайăх класс ертÿçисен пиллĕкмĕш конкурсĕ иртнĕ. Унта пĕр класпа çулталăкран кая мар ĕçлекен 21 вĕрентекен хутшăннă. Пуçламăш сыпăкри класс ертÿçисенчен пĕрремĕш вырăна Мăн Вылă шкулĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен Феонида Ильина йышăннă. Иккĕмĕш вырăнта – Юнтапа шкулĕнчи Людмила Ландышева. Вăтам сыпăкра Юнтапа шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Арсентьева çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕшĕ – Ураскилт шкулĕнче математика вĕрентекен Эльвира Семенова. Аслă сыпăкри класс ертÿçисенчен пĕрремĕшĕ – Элĕк шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Леонтьева. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Тавăт тата Ураскилт шкулĕсенчи Вера Федоровăпа Зоя Федорова. Иккĕшĕ те вĕсем вырăс чĕлхипе литературине вĕрентеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 февраля 2010
00:00
Поделиться
;