Шыравçăсем - шыравра
Республикăра шкул ачисен “Шырав” ăслăлăхпа практика конференцийĕ пырать. Анчахрах унăн районти тапхăрĕ вĕçленчĕ. Конференци кăтартăвĕсене Элĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн центрĕнче пĕтĕмлетнĕ. Унта шкулсенче вĕренекенсемпе вĕренÿ пĕрлешĕвĕсен воспитанникĕсем хутшăннă. “Мода тата шкул” номинацире Элĕк шкулĕнчи “Эпĕ – дизайнер” вĕренÿ пĕрлешĕвĕн воспитанници Ирина Петухова çĕнтернĕ (ертÿçи Т.Г.Петухова). “Ал ĕç пултарулăхĕ” номинацире “Воплощение” вĕренÿ ушкăнĕн воспитанници Мария Яковлева иккĕмĕш вырăн йышăннă. Тени шкулĕнчи 6-мĕш класри Зоя Алексееван – виççĕмĕш вырăн (ертÿçи Н.А.Андреева).
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета