Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ырă кăмăллăх ĕçĕнчен яйккинче юлмаççĕ

Раççеă ача-пăча фончĕн регион уйрăмĕ пуçарнипе ирттерекен «Ачалăхшăн,  ачалăх ячĕпе» акци малалла пырать. Марафона хăйсен тÿпине хывакансен шутĕнче районти вĕрентÿ учрежденийĕсем те пур. Шкулта ĕçлекенсем йывăр шăпаллă ачасене пулăшас тĕллевлĕ. Мăн Вылă, Мăн Ямаш, Карачура, Питĕшкасси, Ураскилт, Тавăт, Шĕмшеш, Юнтапа шкулĕсенчи ĕçченсем ача-пăча фончĕ ячĕпе 28000,59 тенкĕ, вĕрентÿ управленийĕ 5770,10 тенкĕ куçарнă. Çавăн пекех Элĕкри «Çăлкуçпа» «Хĕвел» тата Тавăтри ача пахчисем те ырă ĕçрен айккинче юлман. Районĕпе вара ыр кăмăллăх валли 105918,71 пин тенкĕ пухнă.

Марафон вĕçленмен-ха. Çавăнпа та кашниех акцие хăйĕн тÿпине хывма пултарать.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
13 февраля 2010
00:00
Поделиться