Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем ташларĕç

Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕ çумĕнчи хореографи уйрăмĕнче “Яра пар” ятпа ташă конкурсĕ иртрĕ. Уяв программи интереслĕ те анлă пулчĕ. Вĕренекенсем чăваш тата вырăс халăх, ритмика, хальхи ташăсемпе савăнтарчĕç.

Дуэт ташшисен ăсталăхĕпе пултарулăхне жюри членĕсем хак пачĕç. Кĕçĕннисен ушкăнĕнче М.Филиппова, Л.Иванова дуэчĕ пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Иккĕмĕшĕнче Я.Никифоровапа И.Семкина, Н.Федоровапа М.Ефимова вара виççĕмĕшсем.

Аслисен ушкăнĕнче Д.Смеловапа Е.Тихонована çитекеннисем пулмарĕç. М.Ефимовапа Д.Смелова иккĕмĕш вырăна тухрĕç пулсан, Д.Смеловапа А.Орлова виççĕмĕшсем.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 февраля 2010
00:00
Поделиться
;