Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юманлăх хĕрĕ диплома тивĕçнĕ

ЧР Культура министерствипе Чăваш наци конгресĕн пуçарăвĕпе Шупашкарта чăваш эстрада юррисен “Кĕмĕл сасă” конкурс-фестивалĕ вун пĕрмĕш хут иртнĕ.

Кăçалхи фестивале 40 ытла çамрăк юрăç хутшăннă. Чăваш, Пушкăрт, Тутар республикисенчен, Ульяновск, Саратов облаçĕсенчен тата ытти çĕртен килнĕ 30 ытла юрăç çирĕп суйлав витĕр тухнă. Финалистсем жюри членĕсемпе куракансене эстрада тата халăх юррисемпе савăнтарса тĕлĕнтернĕ, çĕнтерÿçĕсене палăртнă. Çакă паллă: пĕрремĕш степеньлĕ диплома Элĕк районĕнчи Юманлăхра çуралса ÿснĕ Анастасия Михайлова тивĕçнĕ. Ку пирĕн ентешĕн пĕрремĕш пысăк çитĕнĕвĕ. Çамрăк хĕре ÿлĕмрен те ăнăçу сунар.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 февраля 2010
00:00
Поделиться
;