Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ кĕнекере – сăвăсен пуххи

Нумаях пулмасть Элĕк салинчи Никита Ларионовăн “Ват ăшши” ятпа кĕнеке кун çути курчĕ. Ку кĕнекере автор тĕрлĕ çулсенче çырнă сăвăсем: ачалăхран пуçласа ватлăха çити. Вĕсенче çут çанталăкпа этемĕн шухăш-кăмăлĕн уйрăм енĕсем палăраççĕ. Йĕркисене пĕр-пĕрин хыççăн хăçан йĕрленине кура вырнаçтарнă.

Çакна каламалла: Никита Ларионович Кармал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тенири çичĕ класлă, Элĕкри И.Яковлев ячĕллĕ шкулсенче, 1951-1955 çулсенче Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Салтакра пулнă, КПСС Элĕк райкомĕнче пропагандистра, Вăрмарпа Элĕк районĕсенчи шкулсенче ĕçленĕ. СССР спорт мастерĕ. Унăн “Йĕпкĕн хĕрлĕ хăю”, “Олимп каçалăкĕ”, “Олимпийский балл”, “Хĕр тупри” кĕнекисем пичетленсе тухнă. “Ват ăшши” – авторăн пĕрремĕш сăвă пуххи.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 февраля 2010
00:00
Поделиться
;