Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ÿкерчĕксене хакларăмăр

Иртнĕ кунсенче “Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи ачасен куçĕпе” конкурсăн районти тапхăрĕ вĕçленчĕ. Кунта 5 çултан пуçласа 16 çулчченхи ачасем хутшăнчĕç, пĕтĕмпе районти 10 шкултан.

Конкурса тĕрлĕ номинацисемпе ирттертĕмĕр. Çавăн пекех Аслă вăрçа халалланă ача-пăча литературин произведенийĕсем тата художествăлла киносен мотивĕсем тăрăх ÿкернĕ иллюстрацисем те тăратнă. 26 ĕçрен чи лайăххисене суйласа палăртнă. Линда Осипова (Карачура шкулĕ), Валерия Дмитриева (Тавăт шкулĕ), Оксана Иванова (Юнтапа шкулĕ), Марина тата Евгений Свистковсем (Йăлкăш шкулĕ), Анастасия Никитина (Элĕк шкулĕ), Анастасия Еремеева (Питĕшкасси шкулĕ) çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулма тивĕçрĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 февраля 2010
00:00
Поделиться
;