Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнтерÿ паттăрĕсене чысларĕç

Элĕк ял тăрăхĕнче хальхи вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тылра ырми-канми тăрăшнă ĕç ветеранĕсемпе фронтра пуçĕсене хунă салтак арăмĕсем 135-ĕн пурăнаççĕ. Пурте вĕсем тĕрлĕрен орден-медальсене тивĕçнĕ. Халĕ, акă, Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн, вĕсем çумне тепĕр награда – юбилей медалĕ хушăнчĕ.

Çав ятпа ветерансем районти культурăпа кану центрне пухăнчĕç. Вĕсене Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев çывхарса килекен Аслă Çĕнтерÿн 65 çулхи юбилейĕ ячĕпе хĕрÿллĕн саламларĕ, наградăна кăкăрĕсем çине çакса ячĕ. Савăнăçлă тĕл пулура районти тата Элĕк ял тăрăхĕнчи ветерансен канашĕсен ертÿçисем А.Ананьевпа Г.Иванов салам сăмахĕсем каларĕç. Пухăннисене районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен хорĕ хаваслă концертпа савăнтарчĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
26 февраля 2010
00:00
Поделиться
;