Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хатĕрлеççĕ

Районти хуçалăхсенче çур акине хатĕрленессипе ĕçсем пуçланчĕç. Чылай хуçалăхсем пулăх таварĕсене ытларах хатĕрлессине тĕпе хураççĕ. Ку енĕпе “Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕ пуçарулăх кăтартать. Ку таранччен минераллă удобренисене пурĕ 103 тонна кÿрсе килчĕç.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсем те тухăç никĕсĕ удобренисемпе пĕлсе усă курнинчен нумай килнине тĕпе хураççĕ. Иртнĕ кунсенче кăна пулăх тăварĕсене “Исаев” хуçалăх 132 тонна, С.Волков ертсе пыракан хуçалăх – 100, “Журавлев” хуçалăх 60 тонна туянчĕç.

Минераллă удобренисене янтăланă çĕрте кăçал пысăк çăмăллăхсемпе усă курма майсем пур. Федераллă бюджетран кăна, çĕр-шыв шайĕпе илсен, пурĕ 4, 7 миллиард тенкĕ уйăрса панă. Элĕк Ен ĕçченĕсем те тивĕçлĕ пулăшăва илĕç. Апла пулсан ăнăçлăхĕ ытларах вырăнти ертÿçĕсен пуçарулăхĕнчен килет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 февраля 2010
00:00
Поделиться
;