Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çăл пурри савăнтарать

Элĕк салинче, ытти çĕрти пекех, шыв ыйтăвĕ кăçал çивĕч пулса тăни каламасăрах паллă. Çакна шута илсе, Элĕк ял тăрăхĕн администрацийĕ лару-тăрăва çăмăллатас тесе хăш-пĕр мерăсем йышăнать. Анчахрах, акă, Цветочнăй урамĕнче çĕнĕ çăл туса пĕтернĕ. Çакăншăн ку тата çывăхри урамсенче пурăнакансем питех те кăмăллă. Шывĕ халĕ апат-çимĕç пĕçерме те, ĕçме те, йăлара усă курма та выльăх-чĕрлĕх шăварма та, мунча хутса кĕме те çителĕклĕ.

Çакăнпа пĕрлех Урмай ялĕнче пурăнакансемшĕн те савăнăç çитнĕ. Кунта та шывран тулăх çăл чавнă. Урмайсемшĕн текех шыв ыйтăвĕ пĕртте пулмалла мар. Кăçалах Элĕкри Парк урамĕнче тата Асамат, Тукач ялĕсенче çĕнĕ çăлсем чавмалла.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 марта 2010
00:00
Поделиться
;