Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Икĕ уйăхра – 29 ача

Кăçалхи икĕ уйăхра райадминистрацин ЗАГС пайĕнче 29 ача çуралнине шута илнĕ. Вĕсенчен 20-ĕшĕ – арçын  ачасем, 9-шĕ – хĕр ачасем.

Пирвайхи ача 10 çемьене килнĕ, иккĕмĕш – 6 килте, 3 ача – тăххăрмĕш, 3 килте – тăваттăмĕш, пĕр çемьере улттăмĕш.

2010 çулхи икĕ уйăхра 66 çын вилнине çырнă, вĕсенчен 30-шĕ арçынсем, 36-шĕ хĕрарăмсем. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ – 59 çул, хĕрарăмсен 77 çул.

Мăшăрланакансен хисепĕ ÿсмен: кăçал 13 çемье чăмăртаннă, пĕлтĕрхи икĕ уйăхра вара 14 туй кĕрленĕ. Шел пулин те, тăватă çемье арканнă. Çемье çавăрас шутлисем 18-24 çулсенчи çамрăксем пулни палăрнă.     



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 марта 2010
00:00
Поделиться
;