Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Раççей патриочĕсене ÿстеретпĕр»

Районти шкулсенчи вĕретенкенсем хушшинче «Раççей патриочĕсене ÿстеретпĕр» ятлă конкурс иртрĕ. Çак ятпа вĕретекенсем ятарлă пособисем хатĕрленĕ. Çак кунсенче унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Элĕкри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕретекен Галия Купкенова пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Тени шкулĕнчи çÿлерех асăннă предметпа ачасене пĕлÿ паракан Людмила Максимова иккĕмĕш вырăна тухнă. Виççĕмĕшĕнче Юнтапа шкулĕнчи биологипе географи предмечĕсене ертсе пыракан Эльвира Афанасьева, Питĕшкассинчи истори учителĕ Юрий Сергеев тата Элĕк шкулĕнчи ют чĕлхесен вĕрентекенĕ Галина Михайлова пулчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 марта 2010
00:00
Поделиться
;