Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ашшĕ-амăшĕ чи хакли

Элĕк районĕнче 2004 çулта пĕрремĕш хут тăлăха çемьене вырнаçтарнă. Паян 43 тăлăх усрав çемьесенче çепĕçлĕхпе юратăва туйса ÿсеççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ, 2-10 çулхи ачасем, интернат çуртсенче пурăннă. Çак ĕçе Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин «Усрав çемье» программипе килĕшÿллĕн пурнăçласа пыратпăр.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче виçĕ çулхи Даша Элĕк тăрăхĕнче çемье тупрĕ.Виçĕ аппăшĕ пĕчĕк шăпăрлана кăмăллаççĕ.

Халĕ вара 14-ри Любăпа 5-ри Надьăна çĕнĕ çемье тупса парассипе ĕçлетпĕр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 марта 2010
00:00
Поделиться
;