Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем – иккĕмĕш вырăнта

Элĕк районĕ Чăваш Республикинчи муниципаллă районсемпе хула округĕсен сайчĕсенче “Тирпей-илем” темăна тăтăшах лайăх çутатассипе республикăри конкурса хутшăнчĕ. Ку енĕпе çулталăкĕпех ăнăçлă ĕçлесе пынă. Февраль уйăхĕнче район сайтĕнче “Тирпей-илем” баннер тунă.

Темăна çутатасси планпа пăхнă пек пулса пынă, тирпей-илеме, тасалăхпа йĕркелĕхе пăхăнса, ялсен сăнне лайăхлатас енĕпе çыхăннă мероприятисемпе датăсене çутатакан çĕнĕлĕхсен лентине йĕркеленĕ. Сайта фоторепортажсемпе нормативлă право акчĕсене вырнаçтарнă.

Чăваш Енĕн Строительство министерствинче конкурс комиссийĕ “Тирпей-илем” темăна çутатнин кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Элĕк районĕ иккĕмĕш вырăн йышăннине палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 марта 2010
00:00
Поделиться