Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вут-çулăм витĕр тухнă

Район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.Григорьева, Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Николаев, Элĕк ял тăрăхĕн ветерансен канашĕн ертÿçи Г.Иванов Аслă вăрçа хутшăннă Элĕк салинче пурăнакан Елена Степановна Федоровăна 85 çул тултарнă ятпа саламланă.

Елена Степановна 1942 çулхи ноябрьте комсомол чĕннипе фронта кайнă. Вун сакăр çулхи хĕр стрелоксен 155-мĕш дивизийĕн йышне лекет. Вăл Мускавран пуçласа Кенигсберга çĕнтерÿпе çитет. Хаяр вăрçă çулĕсенче хĕр йывăр аманать, госпитальте сывалнă хыççăн та хăйĕн чаçне таврăнать. Ăна 1945 çулхи ноябрьте демобилизациленĕ.

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер медицина сестрин профессине суйласа илнĕ. Вăл Элĕкри тĕп больницăра 47 çул ĕçленĕ.

Хăйĕн мăшăрĕпе, вăрçă ветеранĕпе, 5 ача çуратса ÿстерсе воспитани панă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 марта 2010
00:00
Поделиться
;