Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Районăн – çĕнĕ ертÿçĕ

Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ пулни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Унта район пуçлăхĕн тивĕçĕсене обществăлла (тÿлевсĕр) йĕркепе пурнăçласа пыма В.Х.Дубинина тата район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене ку должноçа контрактпа çирĕплетиччен – 2010 çулхи юпа уйăхĕччен пурнăçлама Л.А.Читнаева суйларĕç.

Владислав Харитонович Дубинин 1954 çулта Тури Татмăш ялĕнче çуралнă. Вырăс Сурăмĕнчи вăтам шкул хыççăн Чăваш Ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, “Волга” колхозра тĕп инженер-механикра, ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче тата ытти çĕрте ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра – “Вурнарымежрайгаз” предприятин генеральнăй директорĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ.

Леонид Анатольевич Читнаев 1965 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Анат Татмăш ялĕнче çуралнă. Юлашки вăхăтра вăл ЧР Президент Администрацийĕн хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн начальникĕ пулнă, кăçалхи пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулма çирĕплетнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 марта 2010
00:00
Поделиться
;