Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Салтак несĕлĕ – çĕнтерÿ астăвăмĕ

Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çывхарса килнĕ май Элĕкри ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн центрĕ “Салтак несĕлĕ” регионти конкурсĕн районти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Унта Тавăт, Питĕшкасси, Юнтапа, Шĕмшеш, Элĕк шкулĕсенче вĕренекенсем хутшăннă. Конкурса вĕсем çемьесен электронлă çырăвĕсене тăратнă. Пĕрремĕш вырăна Элĕк шкулĕнчи 8-мĕш класра вĕренекен Руслан Львов тухнă, иккĕмĕш вырăна Тавăт шкулĕнчи 11-мĕш класри Александр Казыкинпа Татьяна Алексеева пайланă, виççĕмĕшĕнче – Шĕмшеш шкулĕнчи 9-мĕш класра вĕренекен Фаина Никифорова.

Конкурса вăрçа хутшăннисен ячĕсене аса илес тĕллевпе ирттернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 марта 2010
00:00
Поделиться
;