Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял çыннисем компьютера алла илеççĕ

Чăваш Республикин Президенчĕ 2010 çулта ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăва тĕпе хурса, районти мĕнпур вĕрентÿ учрежденийĕсенче халăха компьютер техникипе ĕçлеме хăнăхтарасси анлă сарăлнă. Çак тĕлĕшпе шкулсенче ятарлă график çирĕплетнĕрен ку чухнехи питех те ăслă техника умне ватăсем те лараççĕ. Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне шутласан, çак тĕлĕнмелле техникăна алла илме кăмăлланисем 217 çынна çитнĕ. Вĕсенчен 23-шĕ – 20-30 çулсенчисем, 30-50 çултисем – 158-ăн, 29 çын – 50-60 çултисем, 7-шĕ вара – унтан та аслăрах çынсем.

Ял çыннисене компьютерпа ĕçлеме информатика преподавателĕсемпе пĕрле аслă классенче вĕренекенсем те хăнăхтараççĕ. Ăслă техникăна пуринчен ытларах Тени ял тăрăхĕнче пурăнакансем алла илме кăмăл тунă – 70 çын.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 марта 2010
00:00
Поделиться
;