Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ пуçлăхпа çĕнĕлле ĕçлесшĕн

Элĕк районĕнчи депутатсен Пухăвĕн черетлĕ Ларăвĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тĕплĕ тишкернĕ хыççăн депутатсем 2010 çулăн бюджетне улшăнусем кĕртессине татса панă. Ларăва хутшăннисем Элĕк район пуçлăхĕн пушаннă вырăнне контрактпа ĕçе илмелли конкурс йĕркисене çирĕплетнĕ, муниципалитет харпăрлăхĕнче шутланакан çĕрсене арендăна памалли тата район администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикипе спорт управленийĕн положенийĕсене çирĕплетес ыйтусене сÿтсе явса йышăнусем тунă.

А.И.Платонов район пуçлăхĕнчен хăйĕн ирĕкĕпе кайма ыйтнине тивĕçтернĕ. Элĕк районĕн тăваттăмĕш суйлаври депутатсен Пухăвĕн полномочийĕсем вĕçлениччен Элĕк район пуçлăхĕ – район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн тивĕçĕсене Владислав Харитонович Дубини пурнăçлĕ. Элĕк район администрацийĕн пуçлăхне контракт йĕркипе çирĕплетиччен унăн ĕçĕсене администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонид Анатольевич Читнаев  туса пырĕ. Унччен вăл Чăваш Республикин Президенчĕн Администрацийĕн пай пуçлăхĕнчĕ ĕçленĕ.

 



"Хыпар"
18 марта 2010
00:00
Поделиться
;