Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Библиотека ĕçченĕсем маттур

Республикăри библиотекăсем хушшинче “Аграри тĕнчи” ятпа смотр-конкурс йĕркеленĕ. Вăл иртнĕ çулхи мартăн пĕрремĕшĕнчен пуçласа декабрĕн вуннăмĕшĕччен иртнĕ. Унта районти виçĕ библиотека хутшăннă. Элĕкри тĕп библиотека та çак мероприятирен аякра юлман.

Республика конкурсĕн кăтартăвĕсем тăрăх, Элĕкри ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотека “Шухăш. Инноваци сĕнĕвĕсем” номинацире пĕрремĕш вырăн йышăннă. “Пурнăçа кĕртнĕ проект” номинацире Ураскилтри библиотека иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Мăн Вылăри библиотека ĕçченĕ “Çăкăр туса илекенĕн ылтăн аллисем” уявĕ тăрăх çырнă ĕçĕ лайăх пулин те малтисен йышне лекеймен.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 марта 2010
00:00
Поделиться
;