Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Утакан малаллах каять

Элĕк районĕнчи Ульянов ячĕллĕ ял хуçалăх пĕрлешĕвĕн председателĕ Светлана Александровна Порфирьева – маттур ертÿçĕ. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе ĕçлет. Кăтартусем лайăх. Иртнĕ çул вăтам сăвăм  4600 килогрампа танлашнă, хальхи вăхтра кашни ĕнерен 13 литртан кая мар сăваççĕ. Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче тенине яланах асра тытаççĕ хуçалăхра ĕçлекенсем. Çу кунĕсенче паха апат хатăрленĕ. «Ытти çулхипе танлаштарсан кăçал выльăхсене нормăпа пăхнинчен кая мар апатлантаратпăр, – тет Светлана Александровна. – Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 280 пуç, вăл шутра сăвакан 70 ĕне. Фермăри ĕçсене алă вĕççĕн пурнăçлаççĕ пулин те ĕçлес кăмăл, хастарлăх пысăк». Кунта хăйсене шанса панă ĕçе чăннипех пысăк яваплăха пурнăçлакан маттур çынсем тăрăшаççĕ. Вĕсем хуçалăхăн малашлăхне çирĕп шанаççĕ. «Ĕçлесен ÿсĕм пулатех», - тет пĕр иккĕленмесĕрех С.Порфирьева.

2000 çул пуçламăшĕнче Ульянов ячĕллĕ хуçалăх арканас патнех çитнĕ. Халĕ майĕпен ура çине тăрать. Маларах тĕш тырă тухăçĕ те 12-13 центнерпа кăна танлашнă. 2009 çулта ку кăтарту – 21,3 центнер.

Çĕр лаптăкĕ 750 гектар, 489 гектар çинче тĕш тырă акса ÿстернĕ. Машинăпа трактор паркĕнчи техника юсавлă. Сĕрмелли-çунтармалли материал çителĕклĕ. Минерал удобренийĕ туянма тытăннă. Çурхи ака-сухана тĕплĕн хатăрленеççĕ. Чуна пăшăрхантараканни те пур: ферма çурчĕ кивĕ. Çăмăллăх кредит илме салуклăх пурлăх çукки те ура хурать. С.Порфирьевăн шучĕпе ферма çурчĕсене хуçалăхăн хăйĕн вăйĕпе майĕпен çĕклемелле. Кăçал çамрăк пăрусене усрама вите тума палăртнă. Хĕл кунĕсенче материалсем хатĕрлеме тытăннă. Умри йывăрлăхсем председателĕн характĕрне çирĕплетеççĕ, çаврăнăçуллăрах ĕçлеме хистеççĕ. Чи кирли – коллектив шанăçĕ. Светлана Александровна ăна ĕçпе çирĕплетет.   



"Хыпар"
20 марта 2010
00:00
Поделиться
;