Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурсра палăрнă

Пермь хулинчи “Пултарулăха аталантаракан центр” çулсеренех пĕтĕм Раççейри çамрăксен предмет олимпиадисене йĕркелесе ирттерет. 2009-2010 вĕренÿ çулĕнче октябрь уйăхĕн 26-30-мĕшĕсенче иртекен çамрăксен географи чемпионатĕнче Раççейĕпе пурĕ 38666 ача тупăшнă. Вĕсен шутĕнче Йăлкăш шкулĕнче пĕлÿ илекен 14 вĕрентекен. Олимпиада Гурьевна Семенован вĕренекенĕсем пысăк балсем пухма пултарнă. 14 шкул ачинчен 7-шĕ малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Эмилия Павлова (6-мĕш класс), Алексей Петров (7-мĕш класс), Александр Иванов (8-мĕш класс), Алина Петрова (9-мĕш класс) виççĕмĕш степеньлĕ федераци çĕнтерÿçин дипломĕсене тата медалĕсене тивĕçнĕ. 8-мĕш класра вĕренекен Николай Рыжовпа Артем Лукина – виççĕмĕш степеньлĕ, Вячеслав Филиппова иккĕмĕш степеньлĕ регионти çĕнтерÿçĕн дипломĕпе чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 марта 2010
00:00
Поделиться
;