Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тыл ĕçченне саламларĕç

Иртнĕ кунсенче Тукач ялĕнче пурăнакан Надежда Лаврентьевна Илларионова хăйĕн 90 çулхи çуралнă кунне паллă турĕ.

Вăл 1951 çулта качча тухнă. Мăшăрĕпе тăватă хĕрпе пĕр ывăла ÿстернĕ. Н.Лаврентьева малтанах Киров ячĕллĕ хуçалăхра, кайран 75 çула çитиччен “Аликовский” совхозра ĕçленĕ. Унăн паян 12 мăнук тата 6 кĕçĕн мăнук. Кинемей халĕ кĕçĕн хĕрĕн çемйипе пурăнать.

Ветерана райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Галина Григорьева, Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Алевтина Андреева, пенсионерсен шкулĕн ертÿçи Раиса Давыдова киле килсе ăшшăн саламларĕç. Ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. Парне пачĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 марта 2010
00:00
Поделиться
;