Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Канашлура – çур аки ыйтăвĕсем

Çурхи уй-хир ĕçĕсем çывхарса килнĕ май, виçĕм кун район администрацийĕн актсен залĕнче иртнĕ канашлăва хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Чи малтанах кăçал çурхи ĕçсене пурнăçламалли тĕллевсем çинчен райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Прохоров каласа пачĕ. Кун хыççăн ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.В.Павлов ял хуçалăх отраслĕнчи иртнĕ çулхи ĕçсене тишкерчĕ, район тĕш-тырă, аш-какай, сĕт туса илессипе юлса пынине, выльăхсен йышĕ чакнине палăртрĕ. Чăваш Ял хуçалăх академийĕн профессорĕ, “Агроинновация” фирмăн консультанчĕ В.М.Мутиков ял хуçалăхĕнчи ку чухнехи çĕнĕ технологисемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех республикăри тĕрлĕ службăсен ертÿçисем, районти специалистсем тухса калаçрĕç.

Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.А.Читнаев ертсе пычĕ, сăмах каларĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 марта 2010
00:00
Поделиться
;