Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕл пулу иртрĕ

“Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи лайăх вуланакан кĕнеке” республика конкурсĕ пынă май, поэтпа, “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçатăн тĕп редакторĕпе – хамăр ентешпе, Шураç ялĕнче çуралса ÿснĕ Маргарита Михайловна Ильинапа (Рита Арти) тĕл пулу иртрĕ. Р.Арти кăçал асăннă конкурса “Алтăр çăлтăрпа тулсассăн” кĕнекепе хутшăнчĕ. Тĕлпулу интереслĕ пулчĕ, ăшă кăмăл-туйăм парнелерĕ.

М.Ильина Тавăтри вăтам шкултан, Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă.

Вăл ачаран чăваш юррисене юрлама юратнă. Мероприятире поэтпа вулакансем хушшинче ăшă кăмăллă калаçу иртрĕ. Тĕл пулура Маргарита Михайловнăн “Алтăр çăлтăрпа тулсассăн” сăвăсемпе юрăсен çĕнĕ кĕнекин презентацийĕ те пулчĕ. Ентешĕн сăввисене вуларĕç. Автор хăйĕн юррисене шăрантарни те пурне те килĕшрĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 марта 2010
00:00
Поделиться
;