Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çыравçă кĕнеке парнелерĕ

“Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи лайăх вуланакан кĕнеке” республика конкурсĕ малалла пырать. Çавна май вулакансем Элĕкри тĕп библиотекăра С.Павлов çыравçăпа тĕл пулчĕç. Сергей Лукиянович – Чăваш Республикинчи писательсен союзĕн ертÿçи. Вăл нумай кĕнеке авторĕ. “Хаяр ытам” кĕнекене тишкерсе тухиччен В.Оринов режиссер çак произведени тăрăх ÿкернĕ “Роковая метка” (“Хаяр ытам”) фильмăн хăш-пĕр сыпăкĕсене пăхрĕç. Унтан ăна сÿтсе яврĕç.

Сергей Павлов кĕнеке тусĕсен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пачĕ. Çыравçă творчество планĕ пирки те каларĕ. Мероприяти вĕçĕнче Сергей Лукиянович библиотекăна кĕнекесемпе журналсем тата “Хаяр ытам” фильмăн дискне парнелерĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 марта 2010
00:00
Поделиться
;