Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хисепе тивĕçрĕç

Культура ĕçченĕн кунне элĕксем те анлăн паллă турĕç. Çак тĕллевпе Элĕкри культурăпа кану центрне йышлăн пухăнчĕç.

Уявпа район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Читнаев саламларĕ. Леонид Анатольевич культура ĕçченĕсене ĕçри пултарулăхшăн тав турĕ, тăрăшуллисене – Кĕçĕн Тăванти библиотека заведующине С.Силивестровăна, Элĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсене В.Терентьевпа С.Соколовăна Чăваш Республикин культура министерствин Хисеп грамотипе чысларĕ. Район администрацийĕн грамотине те пачĕ ĕçре палăрнисене.

Элĕк районĕнче 34 клуб учрежденийĕ, 20 библиотека, 2 музей. Халăх ятне тивĕçнĕ 5 коллектив культура вучахне сÿнме памаççĕ.

Уяв чи лайăх пултарулăх коллективĕсен концерчĕпе вĕçленчĕ. Сцена çине тухакансем хăйсен ăсталăхне туллин уçса пачĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
31 марта 2010
00:00
Поделиться
;