Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Паттăрлăхпа палăрнă

Район çыннисем вăрçă паттăрĕсене манмаççĕ. Акă Совет Союзĕн Геройĕпе Мирон Ефимовпа пурте мухтанаççĕ.

Вăл 1915 çулхи августăн 27-мĕшĕнче Самушка ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăс Сурăм тата Элĕк шкулĕсенче пĕлÿ пухнă. Тинĕс-çар флочĕн авиацийĕн училищинчен вĕренсе тухнă. Летчик-истребитель пулса тăнă. 1941 çулхи июнĕн 26-мĕшĕнче пĕрремĕш çар вĕçевне хутшăннă. Çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн М.Ефимова 1942 çулхи июньте Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. 1943 çулта пирĕн ентеш авиаци полкĕн командирĕ пулса тăнă. Мирон Ефимович вăрçă вăхăтĕнче самолетпа сывлăша виççĕр хутчен çĕкленнĕ. Тăшманăн 17 самолетне, 19 танкне, 500 автомашинине тĕп тунă. Ентешĕн наградăсем нумай.

М.Ефимов халĕ Мускавра пурăнать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 апреля 2010
00:00
Поделиться
;