Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Перепиçе сăнарлаççĕ

Çулталăк пуçламăшĕнче Чăвашстатăн Элĕкри уйрăмĕ «Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕ-2010» темăпа ачасемпе çамрăксен «Манăн кил – манăн Чăваш Ен» ÿкерчĕксемпе ал ĕç япалисен конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Вăл пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен пычĕ. Унта районти пур шкулти кĕçĕн классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Пĕрремĕш вырăна Чăваш Сурăм шкулĕнчи 4-мĕш класри И.Васильеван, И.Васильеван, А.Емельянован «Тĕлĕнмелле йывăç» пĕрлехи ĕçĕ çĕнсе илчĕ. Хĕр ачасем хăйсен ÿнер хайлавĕнче йăх-несĕл тымарне ытарлăн сăнарланă.

Иккĕмĕш вырăна Элĕк шкулĕнчи 3-мĕш класра вĕренекенсен «Тăван кĕтес» пултарулăх ĕçĕ йышăнчĕ. Виççĕмĕш вырăнта – Чăваш Сурăм шкулĕнчи 3-мĕш класс ачисем. Конкурса çавăн пекех Тени, Юнтапа, Ураскилт шкулĕсенче вĕренекенсем те тарăн содержаниллĕ ÿкерчĕксем, илемлĕ тĕрĕ-эрешсем илсе килчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 апреля 2010
00:00
Поделиться
;