Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăксем ĕçе вырнаçрĕç

“Новый путь” ял хуçалăх кооперативĕнче Чăваш Сурăмĕнчи тĕп машинăпа трактор паркĕнче çирĕм водительпе вунпĕр механизатор ĕçлеççĕ. Чылайăшĕ 30-50 çулсенче. Вĕсен хушшинче паян-ыран тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленекенсем те пур. Çак кунсенче пилĕк çамрăк водитель валли тăван хуçалăхра ĕç вырăнĕсем тупăнчĕç. Ваня Белов (Чăваш Сурăм ялĕнчен), Саша Евдокимов (Шуркасси), Саша Арсентьев, Андрей Иванов тата Айдар Тихонов (виççĕшĕ те Мăн Шĕвĕшрен) тĕрлĕ маркăллă груз турттаракан автомашинăсемпе ĕçлĕç. Çамрăк водительсем пурте, Саша Евдокимовсăр пуçне, çар службинче пулнă. Иван Белов çемьеллĕ, ыттисем çамрăкрах-ха, туй тума ĕлкĕреймен. Халĕ çамрăксем шанса панă машинăсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларма хатĕрлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 апреля 2010
00:00
Поделиться
;