Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çемьесем уйрăлман

Пурнăç йĕрки çапла. Çын ватăлса пырать. Ун вырăнне çĕнĕ пепкесем çут тĕнчене этемлĕхĕн йăхне малалла тăсма килеççĕ. Çапла пĕр ăрăва тепри ылмаштарать. Анчах та юлашки çулсенче ача çураласси сахалланни палăрать. Акă, кăçалхи март уйăхĕнче 35 çын вилнине регистрациленĕ. Çуралакан ачасен йышĕ икĕ хут сахалрах.

Иртнĕ уйăхра районти ЗАГС пайĕ 16 ача çурални çинчен хут çырнă (пĕлтĕрхи çак тапхăрта виçĕ ача ытларах пулнă). Вĕсенчен вуннăшĕ хĕр ачасем пулсан, арçын ачасем – улттăн. Çичĕ çемьере пĕрремĕш “кайăк” вĕçсе килнĕ. Виçĕ çемьене – иккĕмĕш, тăватă çемьере виççĕмĕш пепкесем çуралнă.

Çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕнче çемье çавăрма шутланисем те çук мар. Асăннă тапхăрта виçĕ мăшăр пĕрлешнĕ. Мартра уйрăлакансем пулман.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 апреля 2010
00:00
Поделиться
;