Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Конкурсра çĕнтернĕ

Кăçалхи январĕн 15-25-мĕшĕсенче çамрăксен патшалăх политикин сферинче инноваци тата вариаци программăсемпе республикăра конкурс пулчĕ. Ăна çамрăксене социаллă-экономикăллă ыйтусемпе задачăсене татса пама явăçтарас, çамрăксен патшалăх политикинчи инноваци формисене, ачасемпе çамрăксен пĕрлешĕвĕсемпе организацийĕсене патшалăх пулăшăвĕ парас тĕллевпе ирттернĕ.

Конкурса Ехремкасси ял тăрăхĕнчи çамрăксен канашĕ хутшăнчĕ. Унта икĕ инноваци проектне – “Патриот” тата “Пĕтĕмпех çемьерен пуçланать” проектсене тăратнă. Вĕсен ертÿçи – Вутлан ял библиотекин библиотекарĕ Виталина Витальевна Лаврентьева.

“Пĕтĕмпех çемьерен пуçланать” проект 2010 çулхи республикăри çамрăксен политикин сферинчи конкурсра “Çамрăк çемьесене пулăшасси” номинацире çĕнтернĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
07 апреля 2010
00:00
Поделиться
;