Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кредит илекенсем хушăнсах пыраççĕ

«АПК-на аталантарасси» наци проектне пурнăçласа, районта килти хуçалăхсене аталантарма çăмăллăхлă кредитсем парассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Апрелĕн 1-шĕ тĕлне илсен çулталăк пуçланнăранпа 51 çын 7817 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ.

Çав шутран Раççей Перекет банкĕ урлă 33 кредит – 5985 пин, Раççей Ял хуçалăх банкĕ урлă 18 кредит 1832 пин тенкĕлĕх панă. Ку енĕпе Тавăт ял тăрăхĕ (7 кредит 1055 пин тенкĕлĕх), Элĕк ял тăрăхĕ (6 кредит 867 пин тенкĕлĕх) ĕçе уйрăмах лайăх йĕркеленĕ.

Наци проекчĕ пурнăçа кĕме тытăннăранпа пĕтĕмпе 1847 кредит 239 миллион та 435 пин тенкĕлĕх илнĕ. Урăхла каласан килти мĕнпур хушма хуçалăхсен 20,7 проценчĕ çăмăллăхпа усă курнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 апреля 2010
00:00
Поделиться
;