Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Звездара» ертÿçĕ улшăннă

«Звезда» хуçалăх тĕш тырă, çĕр улми туса илессипе ĕçлет. Выльăх-чĕрлĕх ферми те пур. Юлашки çулсенче ку хуçалăх тилхепине В.Анисимов тытса пычĕ.

Çак кунсенче хуçалăхра ĕçлекенсем пĕрлехи пухăвĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ ыйту пăхса тухрĕç: çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, малашлăхри тĕллевсене палăртрĕç. В.Анисимов ертÿçĕ хăйне ĕçрен хăтарма ыйтрĕ. Хирĕçлемерĕç, ыйтăва тивĕçтерчĕç. Хыççăнах çĕнĕ ертÿçĕ пирки сăмах хускатрĕç. Ку тăрăхри В. Константинов çамрăк çинче чарăнса тăчĕç. Ун кандидатурине ырларĕç, председателе суйларĕç. Валерий Владимирович юлашки вăхăтра Элĕкри информаципе консультаци центрĕн директорĕнче ĕçленĕ.

Вăл Шупашкарти ял хуçалăх акдемийĕнче экономиста вĕренсе тухнă.  



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
10 апреля 2010
00:00
Поделиться
;