Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çывăх юлташне манмаççĕ

Иртнĕ кунсенче Улăх Шĕмшеш ялĕнчи Казаковсем патне черетлĕ хут ОМОН сотрудникĕсем килсе çитнĕ. Чи малтанах вĕсем ялти масар çинче пулнă.

Вун пĕр çул каялла. Дагестанти пограничниксен постĕнче вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă юлташне, Борис Казакова, асăнса хисеп тунă. Вунă çул каялла ака уйăхĕнчи хĕвеллĕ те ăшă кун Шĕмшеш каччи ĕçтешĕсемпе постра тăнă. «Жигулие» тĕрĕслес тĕллевпе чарнă. Автотранспортпа вара боевиксем пулни каярахпа палăрнă. Вĕсем милици сотрудникĕсене автоматран пеме пуçланă. Инкекре виçĕ çынран  пĕри çеç – С. Мурчин чĕрĕ юлнă. Иккĕшне тăван киле тупăкпа илсе çитернĕ.

Çавăнтанпа çулсерен омоновецсем Улăх Шĕмшешри Казаковсене пулăшу кÿреççĕ. Ку хутĕнче ОМОН сотрудникĕсем Казаковсене выльăх-чĕрлĕх хуралтисене юсаса çĕнетме пулăшнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 апреля 2010
00:00
Поделиться
;