Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Райпон ÿсĕм пур

Элĕкри райпон кăçалхи виçĕ уйăхри пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕ 83,8 миллион тенкĕпе танлашнă. Кăтарту, хаксемпе шутласан, пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 4,9 процент пысăкрах. Уйрăммăн илсен, ваккăн сутмалли тавар çаврăнăшĕ 105,2 процентпа (82,4 миллион тенкĕ), курттăммăн çаврăнăш 90,8 процентпа (1,4 миллион тенкĕ) танлашнă.

Хатĕрлев ĕçĕн çаврăнăшĕн ÿсĕмĕ, иртнĕ çулхипе танлаштарсан 185 процент.

Райпо предприятийĕсем тавар продукцине 6,4 миллион тенкĕлĕх пĕлтĕрхипе шутласан, 26,7 процент ытларах туса кăларнă.

Январь-март уйăхĕсенче кашни çын пуçне 4968 тенкĕлĕх тавар сутнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан – 105,2 процент.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 апреля 2010
00:00
Поделиться
;