Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çут çанталăка юратмалла тата упрамалла

Хальхи вăхăтра ачасен тавракурăмне ÿстерес тĕллевпе вĕрентÿ учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттереççĕ. Нумаях пулмасть Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ шкулта экологи агитбригадисен районти конкурсĕ иртрĕ. Ултă команда хăйсен лайăх сценарийĕсене тăратрĕç. Конкурса куçăмсăр майпа ирттерчĕç ăна йĕркелекенсем. Пĕтĕм ĕçе пăхса тухнă хыççăн кашнине тивĕçлĕ хак пачĕç жюри членĕсем.

Пĕрремĕш вырăна хăш шкул агитбригади тивĕçрĕ тетĕр-и? Элĕк шкулĕнче вĕренекенсен команди паллах. Ертÿçи – Ю.А. Алексеев. Иккĕмĕш вырăнта Вутлан шкулĕнче вĕренекенсем (ертÿçи – Т.В. Пантелеймонова), виççĕмĕшĕнче Тавăт шкулĕнче пĕлÿ пухакансем (ертÿçи – Л.М.Ильина) пулчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 апреля 2010
00:00
Поделиться
;